О нас пишут

 

 Класс Народного пения  

 МОУ ДОД "Детско-юношеский центр творческого    развития"

 с. Янтиково, Янтиковский район, Чувашская Республика.

Преподаватель: Петрова Надежда Владимировна

           Газетные вырезки

 

 

Наши исполнители представляли Чувашию на Всероссийской олимпиаде искусств

23.12.2008
 

С 19 по 21 декабря 2008 года в г.Саранск Республики Мордовии прошла I Всероссийская олимпиада искусств. В конкурсе принимали участие творческие коллективы и отдельные исполнители. Республику Чувашию представляли ансамбль «Забава» и солистка Арапова Екатерина - воспитанники музыкальной школы МОУ ДОД «Детско-юношеский центр творческого развития» Янтиковского района под руководством преподавателя класса народного пения Петровой Надежды Владимировны.

В номинации «Народное пение» ансамбль «Забава» занял I место, а солистка Арапова Екатерина в номинации «Соло» (12-15 лет) заняла II место.

Мы гордимся талантливыми юными исполнителями и желаем им дальнейших достижений в творчестве.

 

Пeтeм Раccейри фестиваль дипломанчe

18.11.2008

"Ял ecченe"

 

 

Н.ПЕТРОВА, ачасен пултарулaх центрeнчи искусство шкулeн преподавателe

 

 Cак уйaхра Ярославльте Пeтeм Раccейри ачасен пултарулaхeн VIII фестивалe иртрe. “Ачалaх адресe – Раccей” ятпа иртнe фестивале пирeн районтан Тaвайри вaтам шкулaн 7-мeш класeнче тата Ачасен искусство шкулeнче 4-мeш cул вeренекен Катя Арапова хутшaнчe. Ачасен ceршывaн тeрлe кeтесeнчен пухaннa пултарулaх коллективeсем икe ушкaна пайланса – пeрисем Атaл тaрaх теплоходпа cула тухрec, теприсем хулара творчество лабораторийeнче юлса – хaйсен пултарулaхeпе паллаштарчec. Катя иккeмeш ушкaнра пулчe.

Вырaс хeрe (Катьaн ашшe Дмитрий Геннадьевичпа кукамaшe иккeшe те вырaссем, cавна май амaшe те вырaсла калаcса yснe) районти уявсенче вырaсла та, чaвашла та cав тери таса юрланине пирeнтен нумайaшe илтнe eнтe. Чaннипех пултаруллa. Ярославльте те cамрaк юрacсен пeчeк-cеc финалeнче “Шурa Шупашкарaм”, “Ой, чaн та мар-и cав”, “Кукаcипе куками” чaвашла шaрантарса пачe Катя. Жюри членeсем пeр шухaшлaн унaн пултарулaхeнче тaван тaрaхсене юратни тeп вырaнта тaнине палaртрec (фестивальре кашни участник пултарулaхeпе паллашнa хыccaн кeске пeтeмлетy, хaйне евeр паллашу карточки турec).

Ачасене пушa вaхaтра хулапа паллаштарчec, музейсене илсе cyрерec. Пултарулaх концерчeпе авалхи Аслa Ростов хулинче, унти Кремльте пулни асра юлчe. Кеккин ячeллe гимнази cумeнчи искусствaсен шкулeнче Катя “Барыня” тата “В огороде баня” вырaс халaх юррисене юрларe. Питe лайaх йышaнчec cамрaк куракансем (ачасен пултарулaх cуртeнче иртрe Концерт). Гимназхи хaйeн 100 cулхи юбилейне кeтсе илме хатeрленет. Тепeр концертне Семибратово поселокeнче кaтартнa. Унта та aнacу. Концертсене ансамбльсем, оркестрсем хутшaнчec, ушкaнра Катьaсaр пуcне тепeр солистка (Пушкaртстанран) кaначчe.

Катя пултарулaхe, фестиваль aнacлaхe пирки эпe пeрре те иккeленмен. Чaннипех, пултаруллa хeрача. Сасси таса та cепec, янaравлa, халaх юррисене юрлакансене аса илтерет. Пeтeмeшле пeлy паракан вaтам шкулта та йaлт “5” паллaсемпе eлкeрсе пырать.

Cак фестиваль хeрача асeнче нумайлaха юлe. Вaл унта ceнe тантaшсем тупрe. Уйрaмах Тверьтен пынa Аня тата Света Якименко йeкрешсемпе cывaх туслашрe. Йeкрешсем “Отражение” дуэтра юрлаcce. Дискотекaра Катя София Ротару репертуарeнчи “Хуторянка” юрра питe селeм юрласа пачe. Юлашкинчен пулнa гала-концертра вара “Ой, чaн та мар-и cав” юрра чaвашла пурнacларe.

Катя Арапова Ярославльтен фестиваль дипломанчe пулса таврaнчe. Aна cавaн пекех хаклa парне парса чысларec.

Катьaпа пeрле манaн та пултарулaх лабораторийeн ecне хутшaнмалла пулчe. Пирeнпе, преподавательсемпе, вeрентy методики, вeрентес пултарулaха yстерес енeпе занятисем ирттерчec, лекцисем вуларec. Cавaнпа та Ярославле кайса килни Катьaна кaна мар, мана та пысaк усa парасси пирки пeрре те иккeленместeп.


Янтиковский район Чувашской Республики

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

НАЦИОНАЛЬНЫЙ ФОНД ПОДГОТОВКИ КАДРОВ. ИНФОРМАТИЗАЦИЯ СИСТЕМЫ ОБРАЗОВАНИЯ.
Сайт сделан по технологии "Конструктор школьных сайтов".
Hosted by uCoz